Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шывра путман, вутра ҫунман

Николай Иванович Колюшкин (Чурпай) тӑван литературӑра сатирӑпа юмор жанрне аталантарас тӗлӗшпе вӑрҫӑччен вунӑ ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Кулӑш меслетне аталантарас тӗлӗшпе Иван мучипе юнашар пулнӑ, кулӑш ӑстин пулӑшӑвӗ пирӗн ентеше хавхалантарса пынӑ.

Николай Чурпай калавӗсемпе фельетонӗсем 1929-1940 ҫулсенче ытларах «Капкӑн» журналта пичетленнӗ. Унӑн паллӑрах хайлавӗсем шутне чи малтан ҫак фельетонсемпе кулӑшла калавсем кӗреҫҫӗ: «Субботник», «Почта чӗмери», «Сцена ҫинчи сценка», «Вӑхӑт майӗпе», «Калпакӗнчен те палласа юлайман», «Суйлав», «Юмах мар», «Авлантарчӗ», «Йӑпӑлти пӑру икӗ ӗне ӗмет», «Мучие мухтарӗҫ», «Ӑса кӗчӗ», «Паллаймарӗ».

Писателӗн кӗске те ытарлӑ калавӗсемпе фельетонӗсем халӑх ӗҫне сӑтӑр тума пикенекенсене, ӗҫлемесӗрех ырӑ курма ӗмӗтленекенсене, бюрократсемпе волокитчиксене, элекҫӗсене, кахалсемпе наянсене, вӗҫкӗнсемпе ҫӑмӑлттайсене, харпӑр хӑйшӗн ҫеҫ тӑрӑшакансене намӑслантараҫҫӗ, ӗҫкӗ-ҫикӗпе иртӗхекенсене ҫивӗччӗн питлеҫҫӗ, вӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑлараҫҫӗ, ҫӗршыв тӑшманӗсене хаяррӑн хӗртеҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле унӑн хайлавӗсем кивӗ йӑласемпе усал пусмӑрлӑха хирӗҫ хастаррӑн кӗрешме чӗннӗ, хӑй вӑхӑтӗнче соцализмшӑн ӗҫлеме йыхӑрнӑ.

Николай Чурпай 1908 ҫулхи февралӗн 11-мӗшӗнче Мӑн Хӑмаркка ялӗнче чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Вӑл ҫамрӑклах ӗҫе кӳлӗннӗ, ӑслӑ та тавҫӑруллӑ ача пулнӑ. Ялти шкултан вӗренсе тухсан Хӗрлӗ Чутайри сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта, унтан пысӑк пӗлӳ илес ӗмӗт тытса, пулас писатель Етӗрнери педагогика техникумӗнче вӗреннӗ. 1925–1929 ҫулсенче Ҫӗмӗрле районӗнче Юманайӗнчи пуҫламӑш шкулта ӗҫленӗ. 1929 ҫулхи кӗркунне Шупашкарта педагогика институчӗн истори факультетне вӗренме кӗрет, 1934 ҫулта вӗренсе тухать. Студент чухнех историпе ҫыхӑннӑ учебниксене чӑвашла куҫарнӑ. Темиҫе ҫул хушши «Ленин ҫулӗпе» журнал редакцийӗн яваплӑ секретарӗ пулнӑ, политвӗрентӳ ҫуртӗнче методика кабинетне ертсе пынӑ, ял хуҫалӑхӗн аслӑ шкулӗнче политэкономи вӗрентнӗ. Кайран нумай вӑхӑт хушши «Сунтал» журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ, ҫав вӑхӑтрах «Капкӑн» журналпа тачӑ ҫыхӑну тытнӑ, унта вӑл ҫӗре яхӑн фельетонпа калав пичетлесе кӑларнӑ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ умӗнхи ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче марксизм-ленинизм классикӗсен произведенийӗсене чӑвашла куҫарнӑ тата редакциленӗ. Вӑрҫӑ пуҫланас умӗн ӑна Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторне ҫирӗплетнӗ.

1941 ҫулхи августӑн 14-мӗшӗнче Н.Чурпай фронта тухса каять. Чӑваш халӑх писателӗн Ильпек Микулайӗн ҫакӑн пек аса илӳ пур: «Ас тӑватӑп-ха, 1941 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнче, эпир, издательствӑра ӗҫлекенсем, пӗр пухӑнса, радио итлерӗмӗр. Ҫавӑнтах митинг пекки те пулса тӑчӗ. Президиум суйламарӑмӑр, резолюци те ҫырмарӑмӑр. Хамӑр халь тесен халь фронта тухса кайма хатӗрри ҫинчен пӗлтертӗмӗр.

— Кам пырас тет, ҫав манпа пӗрле, — терӗ издательствӑн тӗп редакторӗ Н.Колюшкин.

Никамран ыйтмасӑр-тумасӑр хула ҫар комиссариатне утрӑмӑр... Тепӗр кунне ҫурӑм хыҫне кутамкка ҫакрӑм та Советсен ҫуртне тухса утрӑм. Манпа пӗрле хӑйсен ирӗкӗпе кайма килнисем туллиехчӗ. Н.Колюшкин та пӗрлеччӗ».

Николай Чурпай писатель-журналистӑн ҫар служби Мускавӑн ҫарпа политика училищинче пуҫланнӑ. 1941 ҫулхи августӑн 15-мӗшӗнче ӑна политработниксем хатӗрлекен кӗске вӑхӑтлӑх курса вӗренме янӑ, унтан пӗр дивизири хаҫат редакторӗ пулса тӑнӑ. Ку дивизи ҫав вӑхӑтра Ленинград ҫывӑхӗнчи фронтсенчен пӗринче паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ.

Ҫапӑҫу хирӗнче ҫар хаҫачӗн редакторӗ пуласси ҫӑмӑл мар. Лӑпкӑн ларса ӗҫлеме ун валли ӑшӑ пӳлӗм никам та хатӗрлемен. Хаҫат редакцийӗн ӗҫ пӳлӗмӗ — пӗр-пӗр ҫырма вӗҫӗнчи улах кӗтес, е вак-тӗвек ӗшне хӗрринчи пӗчӗк ҫеҫ хӑртнӑ. Кирлех пулсан, пӗр-пӗр лаштра юман е хурӑн хӳтти ҫителӗклӗ.

Редакторӑн та, редакцинчи ытти ҫынсен те ӗҫ вырӑнӗ — ҫапӑҫура, юн юхтаракан салтаксем хушшинче. Дивизире салтаксемпе офицерсем хӑйсен редакторне, Н.Колюшкина, часах лайӑх пӗлсе ҫитеҫҫӗ: вӑл яланах вӗсемпе пӗрле — кӑнтӑрла та, ҫӗрле те, ҫапӑҫусем хӗрсе пынӑ вӑхӑтра та... Хаҫатӑн кашни номерӗ совет салтакӗсене паттӑр та хӑюллӑ пулса, ирсӗр тӑшмана шеллемесӗр пӗтерме чӗнет.

1942 ҫулхи ҫу кунӗсем Совет Ҫарӗшӗн калама ҫук йывӑр пулнӑ. Совет ҫӗршывӗн кӑнтӑрти, Атӑл тӑрӑхӗнчи хаклӑ та иксӗлми пуянлӑхӗсене ҫавӑрса илес тесе, урса кайнӑ фашистсем Сталинград патнелле васканӑ. Ҫав вӑхӑтра Н.Чурпай службӑра тӑракан дивизи йывӑр ҫапӑҫусенче пулать. Дивизи хаҫачӗн редакторӗ тыткӑна лекет.

Унта мӗн курни-тӳсни ҫинчен Н.Колюшкин каярахпа хӑйӗн мӑшӑрне, Анна Ивановна Цыганова учительницӑна (вӑл ун чухне Шупашкарти 22-мӗш вӑтам шкулта ачасене хими предметне вӗрентнӗ) ҫапла ҫырса пӗлтернӗ:

«Сывӑ-и, юратнӑ кил-йышӑм... Пӗлетӗп: ку ҫыру сирӗн пата кӗтмен ҫӗртен пырса ҫитет. Иртнӗ ҫуран пуҫласа сирӗншӗн эпӗ ҫӗр ҫинче чӗрӗ шутланман-тӑр. Анчах ку тӗрӗс мар: ҫутӑ пурнӑҫран вӑхӑтлӑха уйрӑлса кайрӑм пулин те, вилӗм патне пырса чарӑнма шутламарӑм. Темӗн тӗрлӗ асаппа хӗн-хур тӳснӗ хыҫҫӑн эпӗ каллех юратнӑ ҫӗршывӑма хӳтӗлетӗп. Ҫапла ӗнтӗ, Анюк, эпӗ халӗ те сывӑ, халӗ те пурӑнатӑп. Эпӗ ӑҫта тата мӗн курни-тӳсни хальлӗхе, тен, саншӑн пӗрре те паллӑ мар. Ку ҫырура сана ҫакна ҫеҫ пӗлтерме пултаратӑп: гестапо аллине виҫӗ хут ҫаклантӑм. Тыткӑна лекнӗ ҫар ҫыннисен лагерӗнче те пултӑм. Анчах мана сутӑнчӑк тесе ан шутлӑр. Сутӑнчӑк пулма эпӗ нихӑҫан та шутламан. Хамӑн кун-ҫулӑма эпӗ пӗтӗмпех Тӑван ҫӗршывшӑн усӑллӑ пулас тесе сыхлама тӑрӑшрӑм. Тӗрӗс турӑм пулӗ, тетӗп. Халӗ, акӑ, ылханлӑ тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫма каллех фронта тухса каятӑп. Манӑн иртнипе хальхи пурнӑҫ хушшинче пурӗ те ҫакӑнта ҫеҫ: малтан эпӗ, салтак шинелӗ тӑхӑниччен, хамӑн ӗҫӗме большевикла тӗрӗс сӑмах ятлӑ пӑшалпа тӑваттӑм, халӗ вара — командир ролӗнче. Пысӑк командир мар пулсан та, ҫапах та командир. Темле пулсан та, ӗненӗр мана: ҫак чыслӑ ята пурпӗрех тӳрре кӑларатӑп..

Тӑшман тыткӑнӗнчен хӑтӑлса тухнӑ хыҫҫӑн Н.Чурпай, ҫырура каланӑ пекех, командирсем хатӗрлекен курсра вӗренет, стрелковӑй рота командирӗ пулса тӑрать. Ҫав вӑхӑтра вӑл мӑшӑрӗ патне янӑ тепӗр ҫырура эпир, акӑ, мӗн вулатпӑр:

«Хаклӑ мӑшӑрӑм, сывӑ-и; Санран ҫыру илменни питӗ нумай пулать. Паллах, эсӗ янӑ ҫырусем пире хӑваласа ҫитме те ӗлкӗреймеҫҫӗ пулмалла. Тӗрӗссипе илсен, юлашки икӗ эрне хушшинче хам та ҫыраймарӑм. Талӑкӗ-талӑкӗпех чӑлӑм куҫ хупмасӑр эпир малалла каятпӑр. Хӑвах пӗлетӗн, пирӗншӗн, фронтра ҫапӑҫакан салтаксемшӗн, халӗ ӗнтӗ чи хӗрӳ кунсем пуҫланчӗҫ. Ирсӗр тӑшмана хӑйӗн ылханлӑ йӑвине хӳтерсе кӗртсе ӑна хӑвӑртрах пӗтерсе тӑкмалла. Ҫапӑҫури ҫынсен хастарлӑхӗ кунран-кун хаярланса, ӳссе пырать. Пирӗн пурин те пӗр тӗллев: хӑрушӑ тӑшмана ним юлмиччен пӗтерсе тӑкасси, каллех мирлӗ те телейлӗ пурӑнасси.

Хаклӑ Анюкӑм. Халӗ эпӗ сывах. Ӗнер, июлӗн 7-мӗшӗнче, тӑшмансем алӑран кӑштах амантрӗҫ. Эпӗ пурпӗрех стройран тухмарӑм. Халӗ те, акӑ, малтанхи пекех чупса ҫӳретӗп.

Ан хурлан, ан хуҫӑл. Кӗт мана. Ӗнен, санӑн Николай хӑйӗн чысне нихӑҫан та ҫухатмӗ. Халӗ ӗнтӗ, тӑшман танатинчи тӗлӗнмелле хӗн-хура ӑнӑҫлӑ тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн, мана нимӗн те хӑрушӑ мар. Ун чухне асап тӳснине нихҫан та манассӑм ҫук. Ҫавӑн пек тарӑхнине пула ӗнтӗ тӑшман ҫине хӑюллӑн тапӑнса пыратпӑр».

Ҫыру хыҫҫӑн ҫыру... Вӗсене чӗререн хумханса вулатӑн. Кашнинчех совет салтакӗн иксӗлми хастарлӑхне куратӑн.

Н.Чурпай — писатель-патриот, воин, гражданин. Вӑл яланах телейлӗ те ҫутӑ малашлӑха курма, тӳрӗ кӑмӑллӑ ӗҫре савӑнма ӗмӗтленнӗ. Ҫакна хӑйӗн кашни ҫырӑвӗнчех уҫҫӑн палӑртать. Акӑ, татах тепӗр ҫыру. Николай Иванович ӑна 1944 ҫулхи август уйӑхӗнче, пирӗн ҫарсем тӑшман эшкерӗсене хӗвел анӑҫнелле хӑюллӑн хӑваласа пынӑ вӑхӑтра ҫырнӑ:

«Ҫырӑва илтӗм, анчах вӑл ман пата уйӑх ытла килнӗ. Сӑлтавӗ паллӑ ӗнтӗ: эпир малалла каятпӑр, хӑвӑрт куҫатпӑр. Пире почта та хӑваласа ҫитеймест. Ку питӗ аван. Малалла кайни пирӗн тахҫанхи ырӑ ӗмӗтсем хӑвӑртрах ҫывхарса ҫитессине пӗлтерет. Эпӗ те, сирӗн пекех, тӑшмана хӑвӑртрах ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑн телейлӗ пурӑнас ӗмӗтпе савӑнса тӑшмана хӑвалатӑп...

...Хам ҫинчен ҫырмалли нимех те ҫук. Ҫӳҫсем шуралнине шута илмесен, халӗ эпӗ хама ҫапӑҫу хирне тухичченхинчен те ҫамрӑкрах туятӑп. Правительствӑн иккӗмӗш наградине илтӗм: ҫапӑҫура хастар пулнӑшӑн мана Отечественнӑй вӑрҫӑн иккӗмӗш степеньлӗ орденне пачӗҫ. Хӑвах куратӑн ӗнтӗ, ӗҫсем манӑн япӑх мар. Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫӗме эпӗ чыслӑн пурнӑҫлатӑп. Шансах тӑр, ҫынсем умӗнче сана маншӑн хӗрелмелле пулмӗ.

Хӑвах пӗлетӗн: пӗрре пуҫӑннӑ ӗҫе вӗҫне ҫитермесӗр пӑрахма юрамасть. Кӗрешӳре хавшак пулма ҫуралман эпир. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ирсӗр тӑшмана пӗтӗмпе пӗтерсе тӑкичченех хӑюллӑ пулас пулать. Ан тив, эпир хӑюллӑ пулнинчен тӑшмансем ӗмӗр-ӗмӗр тӗлӗнсе пурӑнччӑр».

Оборона министерствин Мускав ҫывӑхӗнчи Подольск хулинчи архивӗнче писатель-журналистӑн ҫапӑҫури иксӗлми хастарлӑхӗ ҫинчен калакан хутсем чыслӑн упранаҫҫӗ. Ҫав хутсем хушшинче награда листисем (вӗсем кунта иккӗ) чӑваш писателӗн Николай Иванович Чурпайӑн ҫапӑҫу хирӗнчи кун-ҫулне уйрӑмах лайӑх кӑтартса параҫҫӗ.

Ирсӗр тӑшмана хӳтерсе пыракан полк командирӗ 1944 ҫулхи майӑн 19-мӗшӗнче писатель-воин ҫинчен награда листинче ҫапла ҫырнӑ: «Рота командирӗ Н.И.Колюшкин капитан, Днепр шывӗн сылтӑм енчи десант ушкӑнне ӑнӑҫлӑ ертсе пырса, тӑшманӑн пысӑк ушкӑнне хирӗҫ хӑюллӑн ҫапӑҫрӗ. 1944 ҫулхи майӑн 27-мӗшӗнче тӑшмансем пирӗн салтаксен ушкӑнне Днепра сиктересшӗн пулчӗҫ. Вӑл пӑшалсемпе пулеметсенчен темӗн чухлӗ персе тӑчӗ пулин те, Н.Колюшкин капитан ертсе пыракан рота унӑн виҫӗ атакине паттӑррӑн сирсе ячӗ, тӑшман салтакӗсене нумай пӗтерсе тӑкрӗ».

Ҫакӑншӑн ӑна полк командирӗ «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» орденпа наградӑлама ыйтса дивизи командирӗ патне ятарласа ҫырса пӗлтернӗ.

Ҫав ҫулхи июлӗн 7-мӗшӗнче ҫырнӑ награда листинче эпир хастар чун-чӗреллӗ командир ҫинчен ҫакна пӗлетпӗр: «1944 ҫулхи июнӗн 27-мӗшӗнче Н.Колюшкин капитан хӑйӗн ротине Днепр хӗррине ӑнӑҫлӑ илсе тухнӑ. Нимӗнле ҫухату та пулман. Приказ илнӗ хыҫҫӑнах ротӑна Днепр урлӑ каҫарнӑ, Быхов хулин пӗр енне тӑшмансенчен чи малтан тасатнӑ».

Ҫапла ӗнтӗ, рота командирӗн ҫапӑҫу хирӗнчи паттӑрлӑхне правительство наградипе — «II степень Отечественнӑй вӑрҫӑ» орденӗпе палӑртас тесе полк командирӗ дивизипе корпус командирӗсем патне каллех кирлӗ хутсем тӑратнӑ.

Н.Чурпай службӑра тӑракан Хӗрлӗ ялавлӑ дивизи ҫав вӑхӑтра тӑшман ҫине хӑюллӑн тапӑнса пынӑ: ӑна Днепр хӗрринчен хирсе кӑларса, Балтика тӑрӑхне паттӑррӑн пырса ҫитнӗ. Чӑваш писателӗ те хӑйӗн ротипе пӗрле Литва ҫӗрӗ ҫине мӑнаҫлӑн ярса пуснӑ.

Литва ҫӗрӗ ҫинче, Мариамполь хули ҫывӑхӗнче Н.Колюшкин капитанпа Чӑваш патшалӑх кӗнеке издательствин редакторӗ Г.А.Молостовкин тӗл пулнӑ, пӗр-пӗринпе юлташла алӑ тытнӑ, ҫирӗппӗн ыталанса ҫупӑрланнӑ. Курманни виҫӗ ҫул ҫитнӗ вӗт.

— Николай Иванович, эсӗ кӑвакара пуҫланӑ-ҫке, — унӑн ҫӳҫӗсем ҫине пӑхса тӗлӗннӗ Молостовкин.

— Ҫапла, Гаврил Александрович, ку пӗтӗмпех тыткӑнри йывӑрлӑхсенчен килчӗ, — тенӗ Н.Колюшкин.

Паттӑр командирӑн кун-ҫулӗ вӑрӑм пулман: 1944 ҫулхи августӑн 24-мӗшӗнче Таторишкис ялӗ патӗнче хаяр ҫапӑҫусенчен пӗринче тӑшман пули унӑн чӗри таппине вӑхӑтсӑр чарнӑ. Ҫӗр ҫинче тӗрӗслӗх ҫӗнтерессине ӗненсе пурӑннӑ воин ӗмӗрлӗхех Литва ҫӗрне выртса юлнӑ. Тӗрӗс каланӑ хӑй ҫинчен: чӑнах та, вӑл кӗрешӳре хавшак пулма, пурнӑҫра манӑҫа юлма ҫуралман.

Вӑл вилнине пӗлсенех Ленинград фронтӗнче ҫапӑҫакан Леонид Агаков писатель: «Чӑваш литератури пысӑк таланта ҫухатрӗ» тесе каланӑ.

Нумай вӑхӑт хушши Н.Колюшкин мӑшӑрӗпе ачисем, ашшӗпе амӑшӗ, тӑванӗсем, юлташӗсем ӑна ӑҫта пытарнине пӗлмен. Кӗтмен ҫӗртен, 1963 ҫулта Литва ССРӗнчен Анна Ивановна Цыганова патне ҫыру килнӗ. Плутишкис вӑтам шкул учителӗсемпе вӗренекенӗсем унӑн мӑшӑрӗн вил тӑприне тупни ҫинчен пӗлтернӗ, ҫак ӗҫре вӗсене Ксаверис Игнатьевич Улдурукепе Аннелли Гелушинский колхозниксем пулӑшнӑ иккен. Ҫавӑн пекех вӗсен ҫырӑвне кӗҫех Хӑмарккари сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта та илнӗ. Воин-писатель ентешӗсем те ҫыру ҫырса хуравланӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн икӗ шкул хушшинче ҫыхӑну ҫирӗпленет.

1970 ҫулта литовецсем Хӑмарккана килчӗҫ. Тараватлӑн сума сунса, чӑвашсен ӗлӗкрен пыракан ырӑ йӑлипе, ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ вӗсене. Кӗҫех шкула Анна Ивановна ҫитрӗ. Хаклӑ хӑнасем Николай Чурпай ҫуралнӑ ялпа, урамӗ-ҫырмипе, кил-ҫурчӗпе тата шкул ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ. Плутишкисри вӑтам шкул директорӗ Ионас Якитис чӑваш ҫыннин Н.Колюшкин капитан паттӑрлӑхӗ ҫинчен каларӗ:

— Литовецсем, — терӗ вӑл, — хӑйсен ҫӗрне юнпа шӑварнӑ, ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн пуҫне хунӑ паттӑрсене манмаҫҫӗ.

Пушӑ сӑмахсем мар ҫаксем. Инҫетри Козлу Руде хула масарӗнче совет салтакӗсене чысласа лартнӑ палӑк пур. Унта вырӑсла: «Капитан Колюшкин Н.И. ... погибли 24.08.1944 г.» тесе ҫырнӑ. Ҫак палӑк ҫине тата виҫӗ офицер ячӗсене кӗртнӗ.

Юлашкинчен Н.И.Колюшкин кил-йышӗ ҫинчен хушса пани те кирлӗ пулӗ тетӗп. Писателӗн тӗрлӗ сӑлтава пула икӗ хутчен авланма тӳр килнӗ, унӑн икӗ хӗр пулнӑ. Пӗри — Шупашкарта, тепри Алма-Атара пурӑннӑ.

Н.Чурпай шӑллӗ Филимон пӗр вӑхӑт хаҫатра ӗҫленӗ, хӑйлавӗсем Филимон Рункаттай ятпа тухнӑ. Мария ятлӑ йӑмӑкӗ, 1923 ҫулта ҫуралнӑскер, тӑван ялне качча тухать, кайран нумай вӑхӑт хушши Шупашкарта пурӑнать. Унӑн хӗрӗ, Венера Николаевна Сандомирова, Чӑваш художникӗсен союзӗн членӗ, хӑйӗн ӳкерчӗкӗсемпе нумай-нумай куравсене хутшӑнчӗ. Ун ҫинчен «Чӑваш художникӗсем» кӗнекере вуласа пӗлме пулать. Хальхи вӑхӑтра вӑл Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ӗҫлет, пулас ӳнерҫӗсене вӗрентет. Венера Николаевна час-часах Хӑмаркка шкулӗнче те пулать.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2016-02-11 12:30:53 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3044 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем